Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӗҫ вырӑнӗсем

Республикӑра

Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен служба хулара яланах ӗҫ пуррине пӗлтерет. Ӗҫ вырӑнӗ хуласенчи — Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри — предприятисенче ытларах. Вӗсенче яланхиллех рабочисем: ҫӗвӗҫсем, слесарьсем, водительсем — ҫитмеҫҫӗ. Рабочисем республикӑри районти предприятисенче те кирлӗ иккен. Стройкӑсенче вара арматурщиксем, каменщиксем, бетонщиксем, рабочисем ҫитмеҫҫӗ-мӗн. Кӗтӳҫӗпе кредит инспекторне те шыранӑ.

Ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби врачсем кирлине те пӗлтерет. Улатӑрти, Канашри, Ҫӗмӗрлери сиплев учрежденийӗсенче ҫитмӗле яхӑн вырӑн пушӑ иккен. Кирлисен йышӗнче — пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ, гинеколог, стоматолог, хирург.... Канашпа Улатӑрта вӗсене пурӑнмаллипе те тивӗҫтерме хатӗр-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/ec-pur
 

Политика Сергей Артамонов
Сергей Артамонов

Ҫӗрпӳ район администрацине ертсе пыма Сергей Артамонова шаннӑранпа виҫӗ ҫул. Паян вӑл ҫав ӗҫрен кайрӗ.

Хӑйӗн ирӗкӗпе хӑтарма ыйтса ҫырнӑ заявление паян вырӑнти Депутатсен пухӑвӗнче тишкерчӗҫ. Ҫак кӗске вӑхӑтрах ҫывӑх пулса тӑма ӗлкӗрнӗ районпа сывпуллашнӑ май Сергей Геннадьевич ӗҫе килсенех хӑйӗн ӗмӗчӗсемпе паллаштарнине ҫынсем ӗненмесӗр те шанмасӑр йышӑннине пытармарӗ. «Айван ҫын ҫине пӑхнӑн пӑхатчӗҫ ун чух вӗсем», — терӗ вӑл ҫав вӑхӑта аса илсе. Тухса калаҫакансенчен пӗри ун пек шухӑшланине уҫҫӑнах каларӗ. «Фантастика тӗнчинчи япаласем тенӗччӗ эпир», — палӑртса хӑварчӗ вӑл. Халӗ Ҫӗрпӳ районӗ вӑйлӑ аталанни пирки калама кирлӗ мар. Пӗр тӗслӗх кӑна — тепӗр ҫӗрте усӑ курман ҫӗрсем пирки калаҫаҫҫӗ пулсан унта ҫӗр ҫитмест иккен.

Патӑрьелте ҫуралнӑ ҫыншӑн Ҫӗрпӳ районӗ ҫывӑх пулса тӑнине палӑртса район активӗпе сывпуллашнӑ чух Сергей Артамонов куҫҫулленмесӗр чӑтаймарӗ. Тӗрӗссипе, зал та йӗрсе ларчӗ. Хӗрарӑмӗсем кӑна мар, арҫынӗсем те кӑмӑл-туйӑма тытса чараймарӗҫ.

Малашне Сергей Геннадьевич яваплӑхӗ тата пысӑкрах пулӗ. Вӑл Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнче — шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗнче тимлеме тытӑнӗ.

Малалла...

 

Статистика

Чӑваш Енӗн Патшалӑх ӗҫлӗх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗсӗрлӗх хисепӗ ҫак уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне 0,6 процентпа танлашнӑ. Ӗҫсӗр евӗр регистрациленнисен хисепӗ 4 пин ытларах ҫынпа танлашнӑ.

Шутра тӑракан ӗҫсӗрсенчен 56 проценчӗ унчченхи ӗҫрен хӑй ирӗкӗпе кайнӑ. 14 проценчӗ штата чакарнине пула ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ. Вӗсенчен 60 проценчӗ — хӗрарӑмсем.

Кӑҫалхи чӳкӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ӗҫсӗрлӗх службине тӗрлӗ пулӑшу ыйтма 36 пин ытла ҫын пынӑ. Вӗсенчен 36 пин ытларахӑшне ӗҫе вырнаҫтарнӑ.

Ӗҫлӗх центрӗнче шутра тӑракан портречӗ ҫапларах тесе пӗлтереҫҫӗ, вӑл аслӑ е вӑтам професси пӗлӗвӗ илнӗ хӗрарӑм, хулара пурӑнать, унчченхи ӗҫе хӑй ирӗкӗпе пӑрахнӑ. Хайхисенчен 30 проценчӗ ҫул ҫитмен ачасене е сусӑр ачана пӑхса ӳстерет.

 

Политика Любовь Шемарина
Любовь Шемарина

Нумаях пулмасть ЧР Информатика политикипе массӑлла коммуникацисен министрне Валентина Андреевӑна ӗҫрен хӑтарнине, ун вырӑнне Александр Иванов йышӑннине пӗлтернӗччӗ. Ӗнер ЧР Министрсен Кабинечӗ министр ҫумне Любовь Шемаринӑна та должноҫран хӑтарни пирки алӑ пуснӑ.

51 ҫулти Любовь Шемарина ҫак должноҫра 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен ӗҫленӗ. 2000–2012 ҫулсенче вӑл ЧР Элтеперӗн администрацийӗн структура подразделенийӗсен ертӳҫинче ӗҫленӗ.

Институт хыҫҫӑн Чӑвашпотребсоюз тытӑмӗнче 8 ҫул ӗсленӗ. Чӑваш Республикин суту-илӳ комитетӗнче тӗрлӗ должноҫра тӑрӑшнӑ, унтан — ЧР тулаш ҫыхӑнӑвӗн министерствинче.

Халӗ Александр Ивановӑн ҫумӗсем — Алексей Новиков тата Светлана Каликова.

 

Республикӑра Диплом пурри ӗҫе ҫӑмӑллӑн вырнаҫассине пӗлтермест
Диплом пурри ӗҫе ҫӑмӑллӑн вырнаҫассине пӗлтермест

Муркаш районӗнчи ӗҫлӗх центрӗ професси пӗлӗвӗ илнисене ӗҫе вырнаҫма пулӑшать. Пуҫлмӑш тата вӑтам профессии пӗлӗвӗллӗ специалистсене вӑхӑтлӑх ӗҫе вырнаҫтарма кӑҫал унта виҫӗ ҫынна палӑртнӑ. Ӗҫленӗ вӑхӑтра вӗсене центр 1700-шер тенкӗ укҫа парса пулӑшать. Ҫапла тӗрев кӳни опыт ҫук ҫамрӑксене ӗҫ рынокӗнче хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшасса шанаҫҫӗ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа виҫӗ ҫамрӑк специалиста ӗҫлӗх центрӗ вырӑн тупса панӑ. Виҫҫӗшне те вӗсене уйрӑм усламҫӑ патне янӑ. Ҫавсенчен пӗри, ак, Д.Н. Колесников усламҫӑ патӗнче бухгалтерта тӑрӑшать, тепри те шут ӗҫӗнче тимлет, анчах вӑл Т.М. Бардасова патӗнче ӗҫлет, виҫҫӗмӗшӗ А.Н. Вязов патӗнче облицовщикра тар тӑкать.

Алла диплом тин кӑна диплом илнисене ӗҫе вырнаҫтарма республика хыснинчен ӑкҫал 10 пин те 251 тенкӗ уйӑрма пӑхнӑ-мӗн.

 

Политика Митинга пынӑ Михаил Игнатьев
Митинга пынӑ Михаил Игнатьев

Паянтан пуҫласа Чӑваш Ен Элтеперӗн ӗҫне Иван Моторин пурнӑҫлать. Михаил Игнатьева хӑйӗн пуканне, паллах, пушатма ыйтман — ку улшӑну республика Элтеперӗ канма шутланипе ҫыхӑннӑ. Михаил Игнатьевӑн канӑвӗ чӳкӗн 22-мӗшӗччен пырӗ.

Ӗнер вара Михаил Васильевич Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене хутшӑннӑ. Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ митинга пурӗ 10 пин ҫын пухӑннӑ, унта республика Элтеперӗ те ҫитнӗ. Сӑмах май, халӑха пӗрлештерес тесе ирттернӗ митингра темшӗн ытларах вырӑс чӗлхи кӑна хуҫаланнӑ, ялавӗсем те ытларах Раҫҫей патшалӑхӗн пулнӑ. Патшалӑх органӗсене купи-купипех ҫак танмарлӑх пирки ҫыру ҫырсан та ку тӗрӗсмарлӑха ниепле те пӗтерме ҫук пулас.

Сӑнсем («ПроГород» хаҫатӑн)

 

Статистика

Чӑваш Ени халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен служба сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти ӗҫ пасарӗнче ытларах рабочи специальноҫӗсем ҫитмеҫҫӗ: ҫӗвӗҫсем, каменщиксем, кондукторсем, тӗпел ӗҫченӗсем, грузчиксем, отделочниксем, поварсем, сутуҫӑсем, бетонщиксем, водительсем, тирпейлӳҫӗсем…

Анчах специалистсем хулара ача пахчинче воспитательсем, тухтӑрсем, водительсем, сутуҫӑсем ҫитменнине палӑртаҫҫӗ. Урамри тирпейлӳҫӗсем, чашӑк-тирӗк ҫӑвакансем, тӗпел ӗҫченӗсем яланхиллех ҫитмеҫҫӗ.

Мӗнле профессисем ытлах кирлӗ мар-ха халӗ? Экономистсем, юрисконсультсем, бухгалтерсем тата ыттисем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/73848
 

Политика Александр Иванов
Александр Иванов

Юпан 29-мӗшӗнче ирхине Валентина Андреева ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама пӑрахни пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.

Кун каҫ енне сулӑнсан ҫӗнӗ министрӑн ячӗ те паллӑ пулчӗ. Вӑл — Александр Иванов. Михаил Игнатьев хушӑва алӑ пуснӑ ӗнтӗ. Хальччен вӑл ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн администрацине ертсе пынӑ.

Александр Иванов министр ӗҫӗсене пурнӑҫланисӗр пуҫне ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ те пулӗ.

 

Персона Валентина Андреева экс-министр
Валентина Андреева экс-министр

Чӑваш Енӗн информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерствин пуҫлӑхне ӗҫрен хӑтарнӑ. Аса илтеретпӗр, министр пуканне паянччен Валентина Владимировна Андреева йышӑнатчӗ. Унччен вӑл «REGNUM» информаци агентствинче ӗҫленӗччӗ.

Андреевана ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен калакан Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Документ хута алӑ пуснӑ кунтан вӑя кӗнине пӗлтернӗ.

Министрӑн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха кам пурнӑҫласси пирки хальлӗхе информаци курӑнмарӗ.

 

Республикӑра Екатеринӑпа Андрей Куповых
Екатеринӑпа Андрей Куповых

Украинӑри лару-тӑру кӑшт лапланнӑ май Чӑваш Ене килнисем каялла тӑван тӑрӑхне таврӑнма тытӑннӑ. Виҫӗ уйӑхра республикӑран 80 ҫын кайнӑ. 200 яхӑн таркай кунтах-ха. Вӗсенчен 81-шӗ Раҫҫей гражданствине илнӗ. Вӗсем яланлӑхах кунта юласшӑн.

Екатерина Куповых ывӑлӗпе Андрейпа килнӗ. Кунта вӗсем аякри тӑванӗсем патӗнче хӳтлӗх тупнӑ. Унччен вӗсем пӗр-пӗрне пачах курман. Екатеринӑна проект институтне ӗҫе опытсӑрах илнӗ. Ют ҫынсем ун валли хваттер тара тытнӑ. Андрея та ҫӗнӗ шкул килӗшнӗ. Вал вӑрҫӑ пынӑ тӑрӑха таврӑнасшӑн мар.

Таркайсене вырӑнти хӑйтытӑмлӑх кӑна мар, халӑх та та пулӑшнӑ. Нумайӑшӗшӗн Чӑваш Ен иккӗмӗш кил пулса тӑнӑ. Вӗсем кунта пурнӑҫа ҫӗнӗрен пуҫланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/73775
 

Страницӑсем: 1 ... 121, 122, 123, 124, 125, 126, 127, 128, 129, 130, [131], 132, 133, 134, 135, 136
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сирӗн валли кӑмӑллӑ ҫӗнӗ паллашусем илсе килме пултарӗ. Япала туяннӑ, илем процедурисене тунӑ чухне ӑнӗ. Вӑхӑта хаваслӑ ирттерме сӗнсен хирӗҫлеме ан васкӑр. Тӗлпулӑва кайма та килӗшӗр.

Юпа, 01

1905
121
Романов Никита Романович, паллӑ чӑваш этнографӗ, историкӗ ҫуралнӑ.
1932
94
Насул Антал, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1938
88
Музыкантов Василий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Вутлан Иван Дмитриевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Матвеева Зоя Германовна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1945
81
Ковалюк Лидия Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1945
81
Кузнецов Геннадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Канюкова Александра Семёновна, чăваш чĕлхи тĕпчевçи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ